Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йӗпреҫ районӗ

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пӑрачкав округӗнче мӑкшӑ культурин «Арта» фестивалӗ иртнӗ. Ҫак уява ҫулсерен Напольное ялӗнче йӗркелеҫҫӗ. Унта кӑҫал та республикӑри округсенчи тата Раҫҫейри тӗрлӗ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Чӑваш Енрен ҫак округсенчен килнӗ: Йӗпреҫ, Патӑрьел тата Пӑрачкав.

Ку – историе, мӑкшӑ тата ирҫе чӗлхисене, мӑкшӑ халӑхӗн пуян культурине халалланӑ уяв. Артистсем ирҫе халӑх юррисене шӑрантарнӑ.

Уйрӑмах Йӗпреҫ округӗнчи пултарулӑх ушкӑнне палӑртмалла. Ирҫе Ҫармӑсри Алексей Рогожин ячӗллӗ вулавӑш ертӳҫи Светлана Акшарова чӗлхене тата культурӑна сарнӑшӑн «РФ финн-угр ассоциацийӗ» Раҫҫейри общество юхӑмӗн Тав хутне тивӗҫнӗ.

«Горнипов» ансамбль хастарӗсене Зоя Сергеевӑна тата Зинаида Родионовӑна «Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейин» Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. «Горнипов» ансамбль вара «Арта» фестиваль лауреачӗ пулса тӑнӑ, диплома тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18933
 

Вӗренӳ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Валерия Ржанова икӗ предметпа Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100-шер балл пухнӑ. Ҫапла кӑҫал республикӑра икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ пӗрремӗш ҫамрӑк пулнӑ вӑл. Валерия вырӑс чӗлхипе тата химипе 100 балл илнӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 40 ҫамрӑк 100 балл пухнӑ. Вырӑс чӗлхипе 19 яш-хӗр чи нумай балл пухса палӑрнӑ. Вӗсенчен ҫурри – Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Вӑрнар тата Вӑрмар округӗсенчен. Палӑртса хӑвармалла: пӗлтӗр вырӑс чӗлхипе 12 ҫын 100 балл пухнӑ.

Кӑҫал химипе 17 ҫын 100 балпа палӑрнӑ. Историпе вара 3 ҫын чи нумай балл илнӗ. Вырӑс литературипе 2 ҫын маттур пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_29798
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ округӗнче пурӑнакан 94 ҫулти кинемее документсем ҫуккипе тыл ӗҫченӗ тесе палӑртман. Прокуратура пулӑшнӑ.

Милица Кирилловна Павлова ҫамрӑк чухне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче, вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Анчах архивра справкӑсем тата документсем ҫуккипе тылра ӗҫленине ӗнентереймен, ҫавна май ветеран статусне те илеймен.

Милица Кирилловна ватӑ пулнӑран документсемпе хӑй ҫӳреймест. Сывлӑхӗ те хавшанӑ ун. Ҫавӑнпа ун вырӑнне прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ.

Судра вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫленине ӗнентернӗ. Ҫапла Милица Павлова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн статусне илнӗ. Ку удостоверени ӑна ҫӑмӑллӑхсем тата тӳлевсем илме май парать.

 

Культура
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче курса киленмелли самай. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ асӑннӑ тӑрӑхра нумаях пулмасть пулса курнӑ Лидия Филиппова ҫыравҫӑ, журналист тата публицист. Сӑмах май каласан, Лидия Ивановна экскурсовод пулса та тӑван тӑрӑхпа паллаштарать. Чӑваш чӗлхине тата тӑван халӑх культурине тарӑннӑн юратакан, ӑна упраса хӑварассишӗн канӑҫсӑрланакан пултаруллӑ ҫак ҫын ирттерекен экскурсисем кӑсӑклӑ пулмалла.

Нумаях пулмасть Лидия Филиппова тӑванӗсемпе пӗрле Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче пулнӑ май унти кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Сӑмахран, Ирҫе Ҫармӑс ялӗ. Унта авалхи чиркӳ те пур. Е тата Кушлавӑш уйӗ (топонима йӑнӑш ҫырса хунӑ та, анчах халӗ сӑмахӑмӑр ун пирки мар). Унта кӗрекен 12 ял историйӗ пирки Ҫемен Элкер очеркне вуланине астӑватпӑр-ха.

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче пулса курманнисен унта ҫитсе килме тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall270168791_3125
 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫ районӗнчи ватӑсем ретроташӑ каҫне пухӑннӑ. Унта вӗсем совет саманинчи евӗр тумланса пуҫтарӑннӑ, ташӑ каҫӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ.

Дискотекӑна пухӑннисем ҫамрӑк чухне юрра-кӗвве пластинкӑсемпе тата катушкӑллӑ магнитофонпа итленине аса илнӗ. Дискотека вӑхӑтӗнче соет саманинчи хитсем: «Песняры» вокалпа инструментсен ансамблӗн, «Самоцветы» ушкӑнӑн, Муслим Магомаевӑн тата ют ҫӗршыври композицисем янӑранӑ. Ара шӑпах ҫав кӗвӗ-ҫемӗпе хӑй вӑхӑтӗнче твист, рок-н-ролл тата лирикӑлла вальс ташланӑ.

«Эпӗ хама ҫак каҫ ҫамрӑк чухнехилле туйса савӑнтӑм», — тесе каланӑ ретроташӑ каҫне хутшӑннӑ Ирина Петрова тава тивӗҫлӗ канури ватӑ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ.

Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18345
 

Тӗнчере
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Эстонин тӗп хулинче, Таллинра, чӑваш ӳнерҫин Алексей Ястребовӑн куравӗ уҫӑлнӑ. «Мере» культура центрӗнче унӑн 71 ӗҫне курма пулать. Вӗсене ӳнерҫӗ ҫупа классика стилӗпе ӳкернӗ.

Курава килекенсене «Иртнӗлӗхе – алӑк» ярӑм килӗшет. Вӗсем ӑна хӑйне евӗр вӑхӑт машини теҫҫӗ.

Алексей Ястребов Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, РСФСР халӑх ӳнерҫи Ревель Федоров патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Паянхи кун унӑн ӗҫӗҫем тӗнчипех сарӑлнӑ: Италирен пуҫласа Япони таран. Ҫавӑн пекех Шупашкарти музейсенче пур.

Алексей Ястребов 1990 ҫулсен вӗҫӗнченпе Эстонири Пярну хулинче ӗҫлесе пурӑнать, Эстонири тата Скандинавири куравсене хутшӑнать. Унччен вара Мускавра та куравсем ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_271975
 

Чӑвашлӑх
https://vk.com/search/statuses?q=%23чӑвашлӑхчунра&w=wall-163682416_48164 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com/search/statuses?q=%23чӑвашлӑхчунра&w=wall-163682416_48164 сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке ача садӗнче «Пӗчӗк чиперкке» конкурс иртет. Унта хутшӑнакан ачасем тӗрлӗ тупӑшӑва хутшӑнаҫҫӗ: хӑйсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, илемлӗ юрӑ шӑрантараҫҫӗ, сӑвӑ вуласа параҫҫӗ, ӑсталӑх класне хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.

Ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем тӗрлӗ уява хутшӑнса мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхене упрама, йӑла-йӗркепе анлӑ паллашса чӑваш культурине хисеплеме вӗренеҫҫӗ.

«Чӑвашлӑх — пирӗн ачасенче», ҫак тӗллевпе педагогсем питӗ анлӑн ӗҫлеҫҫӗ», – тесе пӗлтернӗ Пучинкери «Пучах» ача сачӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Дина Трякова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163682416_48164
 

Сывлӑх

Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакан хӗрачана пӗр арҫын 150 пин тенкӗ тӳлӗ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти суд Йӗпреҫ районӗнчи прокуратура тавӑҫне тивӗҫтернӗ май кӑларнӑ.

Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мӑн Упакасси ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче «Киа Спектра» автомобиль ҫулпа велосипедпа пыракан хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ача аванах аманнӑ, экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ачан сывлӑхне вӑтам шайра сиен кӳнӗ.

Айӑплӑ водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ-ха. Шар курни ҫул ҫитмен ача пулнине кура прокуратура кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.

Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ, айӑплӑ водителе 150 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку вӑл хӗрачана кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма кайӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ оокругӗнчи Молния поселокӗнче ейӳ сарӑлнине пула ҫула татма тивнӗ.

Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче поселок ҫывӑхӗнче ейӳ шывӗ тӑрук хӑпарнӑ. Ҫавна май пысӑк территори шыва каяс хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Ҫакна шута илсе вырӑнти влаҫ поселока илсе ҫитерекен ҫулӑн пӗр пайне татма йышӑннӑ – унтан ейӳ шывӗ юхӗ.

Ҫапла майпа территорие шыв илес хӑрушлӑх пӗтнӗ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫула каялла тума тытӑннӑ ӗнтӗ.

Сӑмах май, паян ирхине кун пек пӑтӑрмах Элӗк округӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче те пулнӑ. Унта кӗпер ҫинчи ҫулӑн пӗр пайне ейӳ шывӗ илнӗ. Ялта вара 158 ҫын пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_270836
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 70
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи